
Земство учителӗ пулса яла каяс тесенсенчен заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ.
Программӑна хутшӑнас кӑмӑллӑ кандидатӑн 55 ҫултан аслӑ пулмалла мар. Унӑн яла е рабочи посёлока, е 50 пин ҫынран сахалтарах пурӑнакан хула йышши посёлока ӗҫлеме куҫса каймалла.
Заякӑсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Программӑна хутшӑнас ыйтупа Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗпе ҫыхӑнса уҫӑмлатма май пур. Телефон номерӗ: 8 (8352) 58-37-89, хушма номере 126 (Людмила Геннадьевна Иванова).

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн классикӗ Тимофей Матвеев (1884–1939) ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалласа ҫавра сӗтел иртӗ.
Ӑна Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн конференц-залӗнче йӗркелӗҫ. «Жизненный путь и научное наследие классика чувашского языкознания» (чӑв. Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн классикӗн пурнӑҫ ҫулӗпе ӑслӑлӑх эткерлӗхӗ) ҫавра сӗтел 14 сехетре пуҫланӗ.
Унта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑсчахӗсем, Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗсем, писательсем, публицистсем, общество ӗҫченӗсем тухса калаҫӗҫ.

Иртнӗ эрнере ЧР Вӗренӳ институчӗн ректорне Юрий Исаева ӗҫрен кӑларни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл унта 6 ҫул вӑй хунӑ.
Халӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайтӗнче Юрий Николаевич ректор пек тӑрать. Влаҫ органӗсен порталӗнче вара хальлӗхе кун пирки документсем ҫук.
Палӑртмалла: Юрий Исаев Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче 1969 ҫулта ҫуралнӑ. Унччен вӑл, 2010-2016 ҫулсенче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫленӗ. 2016-2018 ҫулсенче вӗренӳ министрӗ пулнӑ.

Чӑваш чӗлхине литературине вӗрентекенсем Чӑваш Республикин вӗренӳ инстиутутӗнче пӗлӗве ӳстернӗ.
Ятарлӑ курса уҫнӑ май чӑваш чӗлхипе литература кафедрин доценчӗ Анна Егорова урокра тата класс тулашӗнче вулав культурине йӗркелемелли мелсемпе меслетсем ҫинче чарӑнса тӑн, предметӑн концепт никӗсӗн уйрӑмлӑхӗсене тишкернӗ.
Институтра пӗлтернӗ тӑӑх, Надежда Иванова тӗрлӗ урока проектламалли ӗҫ майӗсемпе паллаштарнӑ, урок тӗсӗсен тытӑмӗпе содержанийӗ улшӑнни ҫинчен каласа панӑ, вӗренӳ предмечӗн нормативлӑ докуменчӗсемпе усӑ курса урок тӗллевӗпе предмет результатне шайлаштармалли ҫул-йӗре уҫӑмлатнӑ.
Курса хутшӑннисем ҫӗннине тата нумай пӗлнӗ.

Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче Чӑваш ҫамрӑкӗсен 2-мӗш форумӗ иртӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланӗ.
Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, «форум тӗллевӗ — чӑвашла калаҫмалли хутлӑх йӗркелесси, тӗрлӗ сферӑра ӗҫлекен ҫамрӑксемпе паллаштарасси, кӑсӑклӑ проектсем ҫинчен пӗлтересси».
Форума йӗркелекенӗсем – чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ тата «Ҫамрӑксен хаҫачӗ».
Чӑваш ҫамрӑкӗсен 2-мӗш форумне шкул ачисене, студентсене тата ытти ҫамрӑка йыхравлаҫҫӗ.
Форума хутшӑнас тесен https://goo.su/C3qJfb3 каҫӑпа кӗрсе регистрациленмелле.
Чӑваш ҫамрӑкӗсен 1-мӗш форумӗ 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче иртнӗ.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче паллӑ ӑсчах, филологи ӑслӑлӑхӗн докторӗ Николай Егоров профессор ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа «Чӗлхе пулмасан халӑх та пулмасть …» ҫавра сӗтел иртнӗ.
Николай Егоров – тюрколог-лингвист, филологи наукисен докторӗ (1992), профессор, Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1999), Турккӑ лингвистика обществин член-корреспонденчӗ, Пӗтӗм тӗнчери тюркологсен ассоциацийӗн президиумӗн пайташӗ.
Вӑл Вӑрмар районӗнчи Ҫӳлти Кинчер ялӗнче ҫуралнӑ.

Чӑваш Республикин вӗренӱ институчӗ «Ҫӗнӗ ҫул саламӗ» акци ирттерессине пӗлтернӗ. Вӑл 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пуҫланнӑ, 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пырӗ.
Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие чӑвашла калаҫакан кирек кам та хутшӑнма пултарать: Ҫӗнӗ ҫул, Сурхури, хӗл ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ҫине ӳкерсе илмелле е открытка хатӗрлемелле те #ҫӗнӗҫулсаламӗ хештегпа «Контактра» хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи» (https://vk.com/club201526545) ушкӑна е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла. Видеоролика маларах палӑртнӑ адреспа лартсан кашни хутшӑнакана сертификат парса чыслӗҫ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «СЛАВЯНО-ТЮРКСКИЙ МИР: ИСТОРИЯ И СОВРЕМЕННОСТЬ» (чӑв. Славянсемпе тӗрӗксен тӗнчи: истори тата хальхи самана) ятпа пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Халех мар, ҫулла. 2024 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче.
Конференцие Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗ тата «Пӗлӳ» Раҫҫейри обществӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗ ирттерӗҫ.
Форум славянсемпе тӗрӗксен историйӗпе культурине тӗпчекен гуманитарисене пӗр ҫӗре пухӗ.

Чӑваш Енри ача пахчисенче ӗҫлекен воспитательсем «Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче ӗҫ-хӗле чӑвашла йӗркелесси» программӑпа пӗлӗве ӳстермелли курсра вӗреннӗ. Курса Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йӗркеленӗ.
Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Анна Егорова, Надежда Иванова тата Тамара Артемьева доцентсем ертсе пынипе педагогсем вӗренӳпе воспитани ӗҫ-хӗлне тӑван чӗлхепе йӗркелесе ирттерессин теорипе практика никӗсӗсене тишкернӗ, чӑваш чӗлхин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашнӑ, шкул ҫулне ҫитмен ачасен чӑвашла пуплевне аталантарас ӗҫре ашшӗ-амӑшӗпе ӗҫлемеллли мелсемпе майсем ҫинчен пӗлнӗ, чӑвашла занятисем ирттерес хӑнӑхусене алла илнӗ.

Чӑваш Енре «Юмах патӗнче хӑнара» республикӑри конкурс иртӗ. Унта «Родной язык – язык матери» (чӑв. Тӑван чӗлхе — анне чӗлхи) проекта пурнӑҫа кӗртекен шкул ҫулне ҫитменнисен орагнизацисенче вӗренекенсем хутшӑнма пултарӗҫ.
Чӑваш халӑх е литература юмахне чӑвашла лартнӑ ӗҫсен тӑршшӗ 10 минутран вӑрӑм пулмалла мар.
Ролика ӳкерме тата монтаж тума видеокамерӑсемпе, фотоаппаратсемпе, компьютерсемпе палнштесемпе, карас телефонӗсемпе усӑ курма юрать. Видео сасси е унӑн субтитрӗсем чӑвашла пулмалла. Ӗҫсене Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнать.
